Харпăр хăй ĕçĕпе тимлекен граждансене патшалăх уйăракан социаллă пулăшу тĕл-левлĕ. Укçа-тенкĕпе çак тĕллевсене пурнăçлама мар, урăхла майпа усă курни вара саккунсăр. Çакăн пек хăтланнăшăн халĕ Вăрнар округĕн çыннин суд умне тăма тивнине пĕлтерет Чăваш енри Шалти ĕçсен министерстви. Ку арçын пассажирсене турттарассипе хăйĕн ĕçне аталантарма 350 пин тенкĕ пулăшу илнĕ те укçипе хăйне кирлĕ пек усă курнă-мĕн.
Ведомство информацийĕ тăрăх, патшалăх пулăшăвĕн сферинчи ултавлă ĕçе полицин «Вурнарский» пайĕн экономика хăрушсăрлăхĕ тата коррупцие хирĕç тăрассипе тимлекен ушкăнĕн сотрудникĕсем тупса палăртнă. 55-ри арçын 2023 çулхи декабрьте социаллă пулăшу мерисене тивĕçтерекен центрпа çырнă социаллă контракт оперативниксен куçĕ тĕлне ахальтен лекмен иккен.
Харпăр хăй ĕçлекен ?самозанятый% майĕпе ку гражданин контрактпа тивĕçекен 350 пин тенке илнĕ. Çакăн хыççăнах вăл центра ку укçапа автомобиль туяннă тесе документсем те тăратнă. Анчах йĕрке хуралçисем ирттернĕ тĕрĕслев пачах та урăххине уçса панă. Арçын укçана тĕрлĕ çĕре тăкакласа пĕтернĕ, контракт условийĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă пек кăтартас тесе вара суя документсемпе тивĕçтернĕ.
Унччен те уголовлă явап тытнă арçынна халĕ полици пайĕн следователĕсем уйрăмах пысăк виçепе мушенникла ĕç тунăшăн ?Раççей Уголовлă кодексĕн 159-мĕш статйин 3-мĕш пайĕпе% айăплав тăратнă. Вăл следстви тишкерĕвĕ вăхăтĕнче хăйĕн айăпне пĕтĕмпех йышăннă, тăкакне те саплаштарнă. Ун тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕç материалĕсене Вăрнар район судне пăхса тухма янă.
Хамăр инф.
Август 2026 |
