Тепĕр хут пирус сиенĕ çинчен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:21 Просмотров: 110

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра тĕнчере кашни çул пирус туртнин сиенне пула 5 миллион çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать.

Пурте - аслисем те, çамрăксем те, çула çитмен ачасем те - табак-никотин организма мĕнле наркăмăшланине пĕлеççĕ. Анчах та пирус туртакансем чир-чĕр вĕсене пырса çакланмасть тесе шанаççĕ. Тĕрĕссипе, сигарет тутанса пăхакансенчен пĕри те пирус серепине çакланма пултаратăп тесе туртма пуçламаççĕ. Анчах та никотин питĕ ултавлă япала, кунсерен организм ăна нумайрах та нумайрах ыйтма пуçлать. Малтанхи вăхăтра темиçе сигарет кăна туртсан, каярахпа пĕр пачка таранах кирлĕ пулса пырать. Çапла çын сисмесĕрех никотин серепине çакланать.

Ку сиенлĕ йăларан хăтăлма шут тытсан, пĕр вăхăт туртмасан, çынна тем çитмен пек туйăнать, çывăрайми пулать, тарăхма пуçлать. Черетлĕ пирус туртса яни кăна ăна лăпланма пулăшать. Хăйсем тĕллĕн туртма пăрахакансем питĕ сахал. Пирус серепине çакланма питĕ çăмăл, унтан хăтăлма - питĕ йывăр.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ЕГОРОВА,

республикăри общество сывлăхĕпе медицина

профилактикин,

сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика