Сывă кану вăй-хал пухма пулăшать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:21 Просмотров: 124

Çуллахи кунсем пуçланчĕç. Ачасен - тахçанах кĕтнĕ виçĕ уйăх тăсăлакан каникул. Вĕренÿрен ирĕклĕ, вăйă-савăнăç тапхăрĕ. Ялти ĕçсем, интереслĕ çулçÿревсем, çĕнĕ тус-юлташсем... - интересли тем чухлех кĕтет çамрăксене çак вăхăтра. Анчах асра тытмалла, каникул сывлăхлă та усăллă пулсан кăна вăл ачасене сывлăха çирĕплетме пулăшать, вăй-хал хушса çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленме май парать. Кану инкек-синкексĕр, сывă ирттĕр тесен вара чир-чĕрсене асăрхаттармалли профилактика мерисене манмалла мар, палăртаççĕ тухтăрсем.

Чи малтанах инфекци чирĕсене пуçаракансенчен сыхланма хÿтĕлев мерисене йышăнмалла. Сăмах харпăр хăй гигиенин правилисем пирки пырать.

Обществăлла вырăнсенче пулнă е туалета кĕрсе тухнă хыççăн, апат умĕн тата килти чĕрчунсемпе вылясан алăсене супăньпе лайăх çумалла.

Вар-хырăма пăсакан инфекцисем ан ерччĕр тесен вĕретнĕ е кĕленчери шыва кăна ĕçмелле, пахчаçимĕçпе улма-çырлана та тĕплĕ çумалла. Унсăр пуçне çуллахи сезон тĕлне ятарласа хатĕрлемен, таса мар пĕве-кÿлĕсенче шыва кĕрессинчен те асăрханăр.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика