Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:21 Просмотров: 98

Çанталăк ăшăтсан

Хĕвел хĕртсе пăхсан,

Юрсем кайса пĕтсен

Çынсен чунĕ савăнать,

Пурнас кун-çул хушăнать.

Акă çитрĕ çуркунне,

Хĕвел пăхать илĕртсе.

Пур çĕрте те илтĕнет -

Шăпчăк юрри янăрать.

Ÿсентăран та юлмасть,

Пĕлĕтелле кармашать.

Пĕтĕм чĕрчун вăранать,

Курăк çимешкĕн васкать.

Уйри симĕс курăк çинче

Путек-сурăх сиккелет.

Ял урамĕ варринче

Ачсем савăнни илтĕнет.

Ялти маттур çыннисем

Уйри ĕçе тытăнаç.

Канма пĕлмесĕр вĕсем

Лартаç, тырпулне акаç.

Кĕр кунĕсем çитсен,

Хĕвел хĕртсе пăхсан

Тырпулне пухма васкать,

Ампарне кĕртсе хурать.

Çапла çыннăн ĕмĕрĕ

Ерипен шуса иртет.

Ырă, çамрăк вăхăчĕ

Манăçа юлса пырать.

Нина ПАРАМОНОВА

Малтикас Ялтăра

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика