Çурăм хыçĕнче алăк хыттăн шалтлатса хупăнни Надежда Ивановнăна шартах сиктерчĕ. Вăл урисен вăйĕсем пĕтнине туйса, тăрăнса каяс марччĕ тесе, васкавлăн алăк хăлăппинчен ярса тытрĕ. Чĕркуççийĕсем чĕтрерĕç. Пысăк хăмăр куçĕсем шывланчĕç. Аллă çултан иртнĕ хĕрарăм пĕтĕм вăйне пуçтарса, тÿрленсе тăчĕ. Вăл, никам та курмарĕ-ши, тесе тавраналла хăраса, асăрханса, шикленсе пăхрĕ. Никам та курăнмарĕ. Вăтăр çул ытла утнă шкул умĕнче ÿсекен ватă хурăнсем тин çеç пуçланнă çумăр пĕрчисемпе темĕн çинчен шĕпĕлтетсе калаçса хĕрарăм чĕрине йăпатрĕç те, çав вăхăтрах чунне ыраттарса ячĕç. Унăн çинçе кĕлетки чĕтреме пуçларĕ. Надежда Ивановна шкултан кам та пулин тухма пултарасси пирки шухăшларĕ те аллине хăлăпран хăвăрттăн вĕçертрĕ. Унтан кĕске кастарса хура тĕспе сăрлаттарнă çÿçне тутăрĕ айне васкавлăн майласа чикрĕ, кĕпине туртса юсарĕ, ÿкнĕ сумкине илсе картлашкасем тăрăх чупнă пек анса кайрĕ. Икĕ хутлă шкултан инçе мар пурăнать Надежда Ивановна. Хыпаланса утсан вунă минутранах килне çитет. Çутçанталăкпа киленсе, тавралăха сăнаса утсан - хĕрĕх минут та иртет. Паян вара вăл килне чупнă пекех утрĕ. Пуçра янăракан сасăсем, куç умĕнчи хаяр сăнсем чĕрине йĕппе чикнĕ пекех ыраттарчĕç.
- Мĕнле ăнланмастăр-ха Эсир, Надежда Ивановна, çамрăксене çул памалла! Эсир тивĕçлĕ канăва тухни ĕнтĕ икĕ çул. Каçарăр та, паянхи кун ыйтакан тивĕçсене пурнăçласа пыма, мĕнле калас, хевтĕр те, пĕлĕвĕр те çитмест.
Тĕплĕнрех хаçатра.
Улькка Эльмен
Август 2026 |
