Ялта хăйсен хуçалăхĕпе пурăнакан çынсене пурне те ал ăстисем теме юрать. Пĕтĕм ĕçе тума пĕлеççĕ: кирпĕчне те купалаççĕ, савалаççĕ, картине те тытаççĕ.
Ершепуç ялĕнче пурăнакан Станислав Александрович Саярков мĕн пĕчĕкрен пуртăпа каскалама юратнă, кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнех шăнкăрч йăвисем ăсталанă.
Хальхи вăхăтра Станислав Александрович ытларах хăйĕн мастерскойĕнче саваламалли станок умĕнче вăхăта ирттерме кăмăллать. Вăл ялти çынсем валли илемлĕ сĕтел-пукан, саксем, канса лармалли хÿшĕсем, пÿртре илемлĕхшĕн çакса хумалли тĕрлĕ чĕрчунсем чусран касса кăларать. Хăйĕн тăванĕсем валли те ăсталама ÿркенмест. Пурте тав сăмахĕсем калаççĕ ăна, ырлаççĕ.
Пĕлтĕр çу каçипе Станислав Александрович пĕчĕккĕн, васкамасăр, хăйĕн вăйĕпе кунран-кун хăйне валли пурăнмалли икĕ хутлă хÿхĕм пÿрт туса лартрĕ. Çырма тăрринче вырнаçнă вăл, аякранах курăнать. Иртен-çÿрекенсем чарăнса тăрсах сăнаççĕ унăн илемлĕхне, кун пек хăйне май уйрăмлăхпа палăракан çуртсем çук-ха таврара. Пÿрт тăррийĕ аяла çитичченех витĕннĕ темелле илемлĕ тимĕрпе.
Кăçал шалти ĕçсене туса пĕтересшĕн тăрăшать. Шалта та питĕ кăмăллă, хăтлă. Ĕлĕкрехри вăхăтра пÿрт хăпартма пуçласан пĕтĕм урамри çынсем пуртă е пăчкă илсе нимене çитнĕ, пур ĕçе те йышпа пурнăçланă. Халĕ ялта çынсем те сахалланса пыраççĕ. Хĕрарăмсем мăк хума хитре пурçăн тутăрĕсене çыхса кайнă. Кĕçех çамрăксем «ниме» сăмахăн пĕлтерĕшне те пĕлми пулаççĕ пулĕ...
Август 2026 |
