Нимере

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:23 Просмотров: 108

Шăматкун Тихăн Вини

Хăпартасшăн пÿрт пури.

Чĕнчĕ тăванĕсене,

Систерчĕ кÿршĕсене.

Арăмĕ пичке тулли

Вĕретрĕ хăмла сăри.

Каçпа сурăх такине

Пусрĕç шÿрпе пĕçерме.

Пĕрремĕш Хветюк Коли

Çитрĕ. Вăл чи çывăххи.

Захарки Венки, Лăви,

Микулайпа Ваççĕли,

Мăн куккийĕ Микихвер,

Комиссаров Ваççĕли,

Унăн пиччĕшĕ Кольки,

Якур Ваççуки, Вини.

Ĕлĕксандрпа кÿршĕсем.

Пурте лайăх платниксем.

Хĕрарăмсем мăк хума

Çитрĕç ĕçсем пуçтарса.

Чăвашсен йăлисемпе

Асăнчĕç ваттисене.

Пуçларĕç пÿрт хăпартма

Пурте ырă кăмăлпа.

Пысăк пĕренесене

Çĕклеççĕ эртелпеле.

Кăнтăр апачĕ тĕлне

Хăпартрĕç çурри енне.

Вăрăм апат сĕтелне

Вырнаçтарнă пахчине.

Икĕ айăккипеле

Тем вăрăмăш саккисем.

Малтан ларчĕç арçынсем.

Ĕçлерĕç аван вĕсем.

Тулли чашăк кашнине

Ярса пачĕç шÿрпине.

Сĕтелĕ çинче тата -

Ăшаланă купăста,

Вĕри тăпăрч куклисем,

Тăварланă хăярсем.

Турăх лартнă чашăкпа,

Хутăш симĕс суханпа.

Юнран тунă кăлпасси -

Пуринчен те чи тутли.

Кăштах ларса канчĕç те

Тытăнчĕç каллех ĕçе.

Турĕç çĕнĕ пÿрт каçчен,

Савăнчĕç пурте ирччен...

Пÿрчĕ чипер халĕ те,

Кăçал 60 çул çитет.

Çав ниме çыннисене

Канлĕхлĕ пултăр çÿлте!

Надежда ИЛЬИНА,

Пенсионерка

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика