Мăн асанне - трактористка

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:23 Просмотров: 107

Манăн мăн асанне Анастасия Алексеевна Иванова 1925 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнче Кайри Тукай ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вуникĕ пĕртăванран улттăшне çеç çитĕнсе кун-çул сукмакĕ çине тăма тÿр килнĕ. 1932 çулта ялти шкулта пĕрремĕш хут партта хушшине ларнă. Вĕренес туртăмĕ пысăк пулнă, пур предметпа та лайăх ĕлкĕрсе пынă.

1938 çулта çемьене пысăк инкек çапса хуçать. Хăрушă пушар ялти 30 кил-çурта тĕп тăвать. Çав шутра мăн асаннесен пÿртне те. Вĕсем урамра çиелти кĕпепе çеç тăрса юлнă. Вут-çулăм пĕтĕм пурлăха тĕп тунă. Нуша çемьене Челябинск облаçне илсе çитернĕ. Кунта вĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе, ашшĕпе амăшне ĕçпе тивĕçтернĕ. Ĕç укçине те лайăх тÿленĕ. Веçех йĕркеллĕ пек, анчах çемье тăван тăрăхшăн хытă тунсăхланă, чăвашсем патнех туртăннă чĕрисем.

Пĕррехинче çуллахи каç мăн асаннепе унăн юлташĕсем тĕлĕнмелле пулăм асăрханă. Çамрăксем пÿрт çумĕнчи сак çинче ларнă чухне пĕлĕтре хĕрлĕ йăрăмсем асăрханă. Пĕтĕм тавралăх хĕп-хĕрлĕ тĕспе сăрланнă. Çак каç пурте ку ырра мар, кĕçех вăрçă тухмалла тесе пăшăрханса ÿкнĕ. Мăн асаннен амăшĕ те çакăн хыççăн пĕрмаях: «Тăван тăрăха таврăнмалла, Чăваша каймалла, вăрçă тухать»,- теме пуçланă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Екатерина ФИЛИППОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика