Курав пултарулăх тĕнчине чĕнет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:25 Просмотров: 111

Иртнĕ эрнере Вăрнар округĕн культура пурнăçĕ тĕлĕнмелле пулăмпа пуянланчĕ. Вăрнарти историпе краеведени музейĕ паллă ÿнерçĕсен картинисене йышăнакан курав площадки пулса тăчĕ. «Халиччен кун пек анлăш пулман-ха. Çÿллĕ шайра музейра хамăрăн ентешĕн - Праски Виттин - куравĕ ĕçленĕччĕ. Тÿрех ят-сумлă тĕрлĕ художниксен ĕçĕсене пĕрле курса киленме май пурри вара пĕрремĕш хут», - хавхаланса палăртрĕç ÿнер ăсталăхне кăмăллакансем.

Вăрнарсене пултарулăх тĕнчипе çывăхрах паллашма пулăшаканĕ вара - «Атăлпа Урал хушшинче» халăхсем хушшинчи академи проекчĕ. Историпе краеведени музейĕнче курава тăратнă ĕçсем - шăпах пĕлтĕр кĕркунне иртнĕ виççĕмĕш симпозиум вăхăтĕнче çырнисем. Вĕсен тĕп теми Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитни пулнă.

Ку проект чăннипех хăйнеевĕрлĕхĕпе, хăйĕн анлăшĕпе уйрăлса тăрать. Вăл чылай вăхăт ĕнтĕ Раççей художникĕсен Творчество союзĕн пуçарăвĕпе йĕркеленсе пырать, çултан-çул тĕлĕнмелле талантсене хăйĕн йышне ытларах та ытларах пухать. Пĕлтĕрхи сентябрьте те творчество симпозиумĕ хамăр республикăри тата кÿршĕри регионсенчен кăна мар, ют çĕршывсенчи художниксене те пултарулăх анинче пĕрлештернĕ. Конкурса живопись, графика, скульптура тата декоративлă-прикладной ăсталăх жанрĕсемпе хатĕрленĕ 150 ĕç хутшăннă. Вĕсен авторĕсем - Раççейĕн 29 регионĕнчен тата Итали, Китай, Египет тата Беларусь çĕршывĕсенчен.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика