Питбайк - пысăк хăрушлăх!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:25 Просмотров: 153

Автоинспекторсем те пĕрма- ях асăрхаттараççĕ. Медицина учрежденийĕсен статистики те суйма памасть. Паян çамрăксем хушшинче тĕп хăрушлăх - питбайк!

Пĕлтĕр, ак, республикăра миçе ача инкеке лекрĕ ĕнтĕ. Кăçал та çулла пуçланнă-пуçланман çаплипех питбайксем çинчен калаçма тивет. Пĕр округра çамрăксем çул çинче çаврăнса ÿкнĕ, тепринче йывăр суранланнă... Чи хăрушши вара - çăмăлттайлăха пула пурнăçĕсем татăлаççĕ вĕт...

Ашшĕ-амăшĕн те айăпĕ пысăк. Урăх кам парнелетĕр ĕнтĕ вĕсене ку инкеклĕ транспорта. Питбайксене, квадроциклсене, мопедсене ан туянăр, хăвăр хĕрсемпе ывăлсене хăрушлăх умне ан тăратăр тесе мĕн чухлĕ асăрхаттарсан та çав-çавах аслисем те яваплăха пĕтĕмĕшле ăнланмаççĕ иккен. Çаплипех туянаççĕ, ачисем ку транспортпа ăçта, мĕнле çÿренине те тĕрĕслесе тăмаççĕ. Кайран вара - темле ÿкĕнсен те вăхăта каялла тавăрма çук...

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика