Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева Вăрнар тăрăхĕнче курăмлă ĕçсене пурнăçлама пулăшрĕ. Чи пысăккисенчен - Вăрнарти 1-мĕш шкул юсавĕ, 2-мĕш шкул çумĕнчи стадион.
Чăрăшкас Мăратра пурăнакансем те савăнăçне пытармаççĕ. Алла Леонидовна пулăшнипе кунта кăçал виçĕ проект ĕçе кĕмелле. Пĕрне пурнăçланă та ĕнтĕ. «Ниме - халăх бюджечĕ» программăпа яла пырса кĕнĕ çĕрте çĕнĕ хитре хапха лартнă. Ун пĕр енне «Чиршкас-Мураты», тепĕр енне «Телейлĕ çул пултăр!» тесе çырнă. Халăх вăл ял сăн-сăпатне палăрмаллах улăштарнине, ун сумне ÿстернине палăртать.
Проектсене çул парас тесе депутат патне ял хастарĕ Иван Яковлев çитнĕ. «Алла Леонидовна пирĕн ыйтăва пăхса тухма шантарчĕ. Хăйĕн сăмахне çирĕп тытрĕ. Вăл хÿтте кĕнипе пирĕн пуçару программăна кĕме пултарчĕ», - пĕлтерчĕ Иван Георгиевич.
Ĕç кунпа кăна вĕçленмен-ха. Кăçал Чăрăшкас Мăратра тата виçĕ проекта пурнăçламалла. Çывăх вăхăтра икĕ пĕвене хăтлăх кĕртĕç. Ял урамне юсассипе вара ĕçсем пуçланнă та.
Светлана ЧИКМЯКОВА
Август 2026 |
