Вăрнарсем те уява илем кÿнĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:27 Просмотров: 102

Чăваш халăхĕ хăйĕн мухтавлă ывăлĕн - Константин Васильевич Ивановăн - ят-сумне паянхи кун та çÿле çĕклесе, ун хаклă еткерне куç пек упраса пырать. Классикăн илемлĕ те пуян хайлавĕсене халĕ те лайăх пĕлеççĕ, ун таланчĕпе киленсе вулаççĕ, сăвви-калавĕсен пуххисене çĕнĕрен кăлараççĕ. Чăваш илемлĕ литературине пуçарса яраканĕ çуралнăранпа 136 çул çитнĕ тĕле те республикăра тĕрлĕрен мероприятисем анлăн иртрĕç. Вĕсене пирĕн округра та ачасене те, асли-сене те явăçтарса библиотекăсенче чылай йĕркеленĕ.

Çак датăна халалланă мероприятисене пĕрлештерекен тĕп вырăн вара поэт çуралса ÿснĕ Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕ пулса тăнă. Кунта ентешĕпе мăнаçланса «Сан ятупа мухтанатпăр» пысăк уяв ирттернĕ. Çак кун салари шкула аслă поэтăмăрăн ятне парса ун çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Тĕрлĕрен регионсенчен пухăннă хăнасем К.В.Ивановăн музей-çуртĕнче пулса курнă, унăн вилтăпри умĕнче пуç тайса чĕрĕ чечексем хунă, сăваплă «Нарспи çăлкуçĕ» патне те çитсе курнă.

Чăваш классикĕн ячĕпе иртнĕ уяв чаплă концертпа вĕçленнĕ. Вăл сцена çинче сакăр регионтан килсе çитнĕ пултарулăх коллективĕсене пĕрлештернĕ: Чăваш енрен, Ульяновск тата Оренбург облаçĕсенчен, Тутарстанран, Мускав хулипе облаçĕнчен, Нижневартовскран тата Пушкăрт Республикин хулисемпе районĕсенчен.

Вăрнарсем те çитнĕ Слакпуçри уява. Çитсе курнă кăна мар, Кушар Юнтапари культура çурчĕ çумĕнчи Александр Иванов ертсе пыракан арçынсен «Алтăр-çăлтăр» ансамблĕ концерт программине чăннипех те илем кÿнĕ. Артистсем халăх кĕвви-çеммине шăрантарса куракансене пысăк ăсталăхпа тĕлĕнтернĕ. Вĕсен хÿхĕм юррисем кашни куракан чун-чĕрине хускатнă, хăнасене чăваш культурин пуянлăхĕпе паллаштарнă. Чăннипех те маттурсем!

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика