Халăх ырлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:28 Просмотров: 100

Чăвашпотребсоюз массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсемпе йĕркеленĕ пресс-тур кăçал Канаш райповĕнче иртрĕ. Ун программи яланхи пекех пуян пулчĕ

Чăваш енри потребительсен кооперацийĕ нумай отрасле пĕрлештерет. Суту-илÿре, производствăра, хатĕрлев пункчĕсенче, обществăлла апатлану тытăмĕнче, аптека ĕçĕ-хĕлĕнче тивĕçтерÿсем парас енĕпе 4 пине яхăн çын тăрăшать. Журналистсене кăмăллăн йышăннă май, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов 2030 çулчченхи тапхăра йышăннă Комплекслă аталану программи ялта пурăнакансене кÿрекен тивĕçтерÿсен пахалăхне ÿстерессипе тата вĕсен пурнăçне лайăхлатассипе тÿреммĕн çыхăннине палăртрĕ.

Паян потребкоопераци тытăмĕ çивĕч конкуренцие туять, апла пулин те вăл пурнăç уттинчен юлмасть. Ак, ялсенче те халĕ «КООП» брендпа хитре лавккасем уçăлаççĕ, вĕсем пурте тенĕ пек самообслуживани мелĕпе ĕçлеççĕ. Канаш округĕнче те анчахрах çĕкленĕ магазинсем пур. Вĕсенчен пĕрне, Мăкăр ялĕнчине, эпир те çитсе куртăмăр. Ял çыннисем Чăвашпотребсоюза çĕнĕ объектшăн, кунти таварсен ассортименчĕ пысăк пулнăшăн чĕререн тав турĕç.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика