Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.06.2026, 15:29 Просмотров: 90

Санкт-Петербургра иртнĕ XXIX Пĕтĕм тĕнчери экономика форумне Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăннă

Малтанах вăл «Регионсен инноваци аталанăвĕн стратегийĕ: çĕнĕ шухăшсемпе ресурссем шыранă май» ĕçлĕ тĕлпулăва хутшăннă. Унта экспертсем, экономистсем, банкирсем, предприяти ертÿçисем регионсем хушшинчи коопераци, финанс механизмĕ, ертÿлĕхĕн йышăнăвĕсем çинчен калаçнă.

Олег Николаев республикăн пилĕк çулти экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Промышленноç производствин индексĕ енĕпе Раççейре - 24-мĕш, Атăлçи округĕнче 5-мĕш вырăн йышăнатпăр. Регионта 9 индустри паркĕ тата промышленноçăн 8 кластерĕ ĕçлеççĕ. Электротехника енĕпе тĕрлĕ регионти инвесторсемпе пĕрле ятарлă проектсем пурнăçланаççĕ.

Каламалла, Экономика форумĕн программи пуян пулнă. Республика делегацийĕ вуншар тĕлпулăва хутшăннă, регионшăн усăллă килĕшÿсем чылай çырнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика