Кÿршĕсем пыл хурчĕсем тытаççĕ. Пирĕн пата кашни çуллах мăнуксем килеççĕ. Пыл хурчĕсем тапăнасран хăранипе тепĕр чухне вĕсем çуллахи кун пÿртрен тухмасăр лараççĕ. Ялсенче вĕллесене тытассине йĕркелекен мĕнле те пулин саккун пур-и/
Алена ВАСИЛЬЕВА
Ыйтăва Чăваш Республикин юристсен ассоциацийĕн членĕ Лаура ТАЙМАСОВА професси адаптацийĕн центрĕн «Юридици фабрики» проекчĕпе килĕшÿллĕн хуравлать:
- Пĕтĕмĕшле илсен, саккун ялсенче вĕлле тытма чармасть, чăн та, хăшпĕр саманта пăхăнмалла. Раççей Ял хуçалăх министерствин 2021 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчи Пыл хурчĕсене тытмалли ветеринари правилисене çирĕплетесси çинчен калакан 645-мĕш хушăвĕнче вĕллене ?утара% юнашар лаптăксен чиккинчен 3 метртан кая мар аяккарах тата вĕлле шăтăкне тепĕр еннелле туса вырнаçтармаллине палăртнă. Енчен те утара кÿршĕсен лаптăкĕнчен 2 метртан кая мар çÿллĕш хÿме ?шăтăксемсĕр% вырнаçтарса уйăрнă-тăк - кунашкал чарусем çук.
Август 2026 |
