Сывлăх вăхăтлăх киленĕçрен хаклăрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2026, 11:37 Просмотров: 75

Альфа-ПВП - юлашки 10 çулта анлă сарăлнă синтетикăллă наркотик. Вăл тĕп нерв тытăмне сиенлĕ витĕм кÿрекен психостимулятор шутланать. Вăрттăн лабораторисенче хатĕрленĕрен унăн хими тытăмне те палăртма йывăр.

Ку наркотик çынна пуçĕпех тăнран кăларса яма пултарать. Галлюцинацисем пуçланаççĕ, çын хăйпе хăй калаçса çÿрет, ăссăрла аташать, унăн калаçăвне ăнланма çук, алли-урин хусканăвне те тĕрĕслевре тытаймасть. Альфа-ПВП психикăна вăйлă сиен кÿрет, агрессивлă тыткаларăша пуçарать тата таврари çынсене хирĕçле ĕçсем тума хистеме те пултарать.

Ку наркотикпе усă курма тытăннă хыççăнхи малтанхи паллăсем: аппетит тата кĕлетке виçи чакни, куç курма пăрахни, юн пусăмĕ ÿсни, шăнăр туртса лартни, тремор, пуç ыратни, хытă тарлани, шухăшлав вăрахланни. Анчах Альфа-ПВП витĕмĕ çавăн пек - ăна иленнĕ çыннăн ÿт-пÿ сывлăхĕ те, ăс-тăнĕ те кашни кун япăхланса пырать. Этемĕн пуç мимин клеткисем вилеççĕ, нейрон çыхăнăвĕсем арканаççĕ. Чĕрепе юн тымарĕн чирĕсем те аталанаççĕ, çакă инфаркт е инсульт патне илсе çитерет. Çавăн пекех пÿрепе пĕвер ĕçĕ те хавшать. Енчен те çын наркотике пусăрăнчăк кăмăл чухне ăша янă-тăк, унăн кăмăл-туйăмĕ пушшех те япăхланать, хăй çине алă хурас шухăшсем те çуралма пултараççĕ. Шел те, кунашкал инкеклĕ тĕслĕхсем сахал мар çырăннă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Дмитрий НИКОЛАЕВ,

врач-психиатр-нарколог

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика