Шар курнисем - нумайрах

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2026, 11:38 Просмотров: 68

Хальхи вăхăтра полици сотрудникĕсем преступленисен профилактикинче пуринчен ытла ултавлă ĕçсене асăрхаттарассипе нумай тимлеççĕ. Предприяти-организацисен коллективĕсемпе тĕл пулса, халăх пухăвĕсене хутшăнса мушенниксенчен мĕнле сыхланмаллине ăнлантараççĕ. Çакăн пек асăрхаттару ĕçĕ хамăр округра та полицин «Вурнарский» пайĕн мĕнпур сотрудникĕсем хутшăннипе пурнăçланса пырать.

Çавăнпах ĕнтĕ сыхлăх пирки темле асăрхаттарсан та округра пурăнакансем палламан-пĕлмен çынсене ĕненни, çаплипех мушенниксен ултав схемисене нумаййăн çакланни питĕ пăшăрхантарать.

Кăçалхи пилĕк уйăхра та, акă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку ушкăнри преступленисем икĕ хут нумайрах! Пĕлтĕр январь-май уйăхĕсенче 17 киревсĕр ĕçе шута илнĕ пулсан, халĕ - тÿрех 35. Вĕсенчен РФ Уголовлă кодексĕн 158-мĕш статйипе ?çарату% - 6, 159-мĕш статйипе ?мушенникла ĕç% - 18, 272-мĕш статйипе ?компьютер информацийĕпе саккунсăр усă курни% - 11 тĕслĕх.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана МАРТЫНОВА,

полицин «Вурнарский» пайĕн участокри уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика