Июнь уйăхĕн 11-14-мĕшĕсенче Етĕрне округĕнчи «Сурские зори» кану базинче «Туриада» фестиваль иртнĕ. Чăваш енри 22 муниципалитетран активлă та туслă 120 çемье кунта çĕнĕ пĕлÿ илме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма пуçтарăннă. Вăрнар округĕнчен фестивале Родионовсен çемйи хутшăннă.
Фестивале сумлă хăнасем: республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, Раççейри ачасемпе çамрăксен центрĕн директорĕ Александр Кудряшов, вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров, «Ачалăх навигаторĕсем» Пĕтĕм Раççейри проектăн регионти координаторĕ Наталья Иванова, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников уçнă. Вĕсем мероприятие хутшăнакансене вăхăта усăллă ирттерме, çĕнĕ пуçарусемпе хавхаланма, туслă çыхăнусене çирĕплетме тата савăк кăмăл-туйăм суннă.
Тăватă куна тăсăлнă мероприяти программи интереслĕ событисемпе тулăх пулнă. Ачасен психологийĕпе тата вĕсене воспитани парассипе çыхăннă вĕрентÿ площадкисем ĕçленĕ, пултарулăха уçма пулăшакан мастер-классем иртнĕ. Çемьесем пĕр-пĕринпе спортăн тĕрлĕ тĕсĕсенче ăмăртнă. Çавăн пекех тăван тăрăхăн культура еткерлĕхĕпе паллаштаракан çемье туризмне аталантарассипе çыхăннă çавра сĕтеле хутшăннă. Каçсерен юханшыв хĕрринче пухăнса гитарăпа каласа юрăсем шăрантарнă, çутçанталăк илемĕпе киленнĕ.
Вăрнар округĕн советникĕсем ачасем валли кăсăклă квест йĕркеленĕ. Спорт тĕрĕслевĕсем витĕр пĕрремĕш тата хăвăрт тухакансем «Хранитель Туриады» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Кăçал «Туриада» фестиваль «Единая Россия» партин «Мир возможностей» проекчĕн йĕркипе иккĕмĕш хут иртнĕ. Пĕлтĕр унта 80 çемье хутшăннă. Ашшĕ-амăшĕсем çакăн пек форматпа йĕркеленĕ мероприяти пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тата кирлĕлĕхне палăртнă.
Оксана СЕМЕНОВА
Август 2026 |
