Шур халатлă тухтăрсем -
Питĕ чăтăмлă çынсем.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ чирсенчен
Сыватма хатĕр вĕсем.
Тав сăмахĕсем калатпăр,
Çĕре çити пуç таятпăр.
Çамрăксемпе ваттисем,
Ачасемпе мăн çынсем.
Ершепуç ялĕнче 1920 çулта çуралнă Петр Николаевич Ерлыгин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тăватă çул нимĕçсене хирĕç паттăррăн çапăçнă. 1945 çулта тăван килне пĕччен мар, юратнă хĕрĕпе, Харьков хулинче çуралса ÿснĕ хăйпе тантăш Валентина Тихоновна Куриссон украинкăпа, таврăннă. Вĕсене тăванĕсем кăмăллăн кĕтсе илнĕ.
Çав çултанах Валентина Тихоновна ялта фельдшер-акушер пулса ĕçлеме тытăнать. Пурăнсан-пурăнсан чăвашла та калаçма вĕренет. Питĕ кăмăллă, хăйĕн ĕçне лайăх пĕлсе ĕçленĕ вăл. Ĕлĕк «васкавлă пулăшу» машинисем пулман. Çынсем чирлесен тÿрех «тухтăр Валя» патне чĕнме кайнă. Çĕрле-и, çил-тăман вĕçте-рет-и урамра, пылчăк-и - пăхса тăман Валентина Тихоновна, пурне те сыватнă. Отиккăвăпа Ершепуç ялĕнчи хĕрарăмсене ача çуратма пулăшнă. Нумайăшĕ больницăна та кайман, килтех çуратнă, тухтăра хисеплесе хĕрачисене Валя ят панă. Пирĕн класра та пурĕ пилĕк Валя вĕреннĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Надежда ИЛЬИНА,
Пенсионерка
Август 2026 |
