Июнĕн 21-мĕШĕ - медицина ĕçченĕн кунĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2026, 11:40 Просмотров: 73

Пархатарлă ĕçре - çынсен сывлăхне сиплессипе тата упрассипе - тăрăшакан Спиридоновсем - тĕлĕнмелле çемье. Владимир Спиридонов нумай çул васкавлă пулăшу тытăмĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ Елена Михайловна та Вăрнарти тĕп больницăн медицина сестри.

Вĕсен хĕрĕ Анжелика - терапи уйрăмĕн врач-терапевчĕ. Çакăнпа пĕрлех - васкавлă пулăшăвăн Вăрнарти подстанцийĕн тухтăрĕ те.

Спиридоновсен ывăлĕсем, Владиславпа Святослав, та çемье çулнех суйланă. Иккĕшĕ те Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче 4-мĕш курсра вĕренеççĕ. Кĕçех вĕсем те çуллахи каникул вăхăтĕнче Вăрнарти васкавлă пулăшура тăрăшма тытăнĕç.

Паян сире, вулакансем, Владимир Спиридоновăн Васкавлă медицина пулăшăвĕн ĕçченĕн кунĕ тĕлне çырнă сăввипе паллашма сĕнетпĕр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика