Паттăрсен астăвăмне тивĕçлĕ пулмалла

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 18.06.2026, 11:40 Просмотров: 73

Хальхи вăхăтра пирĕн ентешсем те чылаййăн ятарлă çар операцине хутшăнаççĕ. Çамрăксем те, аслăрах ÿсĕмрисем те çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа хăюлăхпа чăн-чăн паттăрлăх тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Вĕсен кашнин умĕнче эпир парăмра. Пирĕн канăçлăхшăн кĕрешнишĕн, хÿтлĕхе туйма пултарнишĕн...

Çапăçу хирĕнче харсăррăн пуç хунисем те асрах... Кашнин ячĕ паттăрсен ретне çырăннă. Пирĕн сăваплă тивĕç - вĕсен астăвăмне упрасси, ăруран ăрăва куçарса пырасси. Çав шутра ятарлă çар операцийĕн участникĕсен - Николай Владимирович Афанасьев кĕçĕн сержантăн, Сергей Сергеевич Ильиных рядовойĕн, Сергей Владимирович Федоров гварди рядовойĕн - фронтри паттăрла ĕçĕсене те.

Ахальтен мар вĕсене çарти тивĕçĕсемшĕн патшалăх наградисемпе палăртма йышăннă. Ульяновск облаçĕнче çуралса ÿснĕ Николай Афанасьева çар задачисене пурнăçласа палăрнăшăн Хăюлăх орденĕпе наградăланă. Çавăн пекех Вăрнарти Сергей Ильиных - «Хăюлăхшăн» медале, Кăмашри Сергей Федоров Суворов медальне тивĕçнĕ.

Шел, ку хисеп паллисене салтаксене хăйсене алла тытма, кăкăрĕсем çине çакма пÿрмен. Вĕсен наградисене Йĕпреç тата Вăрнар районĕсен çар комиссарĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Балыков ĕмĕрлĕх управа çемйисене, çывăх çыннисене пачĕ. Çакна халалласа ЗАГС пайĕнче торжествăлла церемони иртрĕ.

Унта хутшăннă май, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова та ентешсемпе мăнаçланнине палăртрĕ, паттăрсен ашшĕ-амăшне, мăшăрĕсене тав туса ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕ.

Чăннипех те, пирĕн паттăрсен сăнарĕсене асра тытмалла. Вĕсен астăвăмне тивĕçлĕ пулмалла. Тĕрĕслĕхпе, пĕрлĕхпе, хисеплĕ ĕçсемпе...

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика