Чăваш ен предприятийĕсенче хăйсен сотрудникĕсен çемйисене тĕрев парассине те тимлĕх уйăраççĕ. Ĕç министерствин Социаллă ĕçченсен кунĕ тĕлне иртнĕ анлă коллегийĕнче, акă, учреждени-организацисенче корпоративлă демографи стандартне кĕртессине сÿтсе явнă.
Вăл сотрудниксене ĕç тата çемье пурнăçĕ хушшинче шайлашу йĕркелеме пулăшас тĕллевлĕ. «Корпоративлă демографи стандартне ĕçе кĕртнĕ май, предприяти çыннăн укçа ĕçлесе илмелли вырăнĕ кăна мар, çемьене пулăшса пыракан партнер та пулса тăрать. Çапла майпа çын хăйне хÿтĕлевре, çемье тăнăçлăхне туять. Çемьере ăнăçлă пулсан вара сотрудник ĕçре те хастар, пысăк çитĕнÿсем тăвать. Çакă предприяти аталанăвĕшĕн - чи кирли», - палăртнă ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова.
Хальхи вăхăтра республикăра 1400 енне организаци хăйсен коллективлă договорĕсенче ачаллă ĕçченсем валли хушма çăмăллăхсем çирĕплетнĕ. Пысăк предприятисем анлă «социаллă пакет» сĕнеççĕ: ача çуралсан пĕр хутчен тÿлев, çурт-йĕрпе пулăшасси, санаторипе курорт сипленĕвĕ, медицина страхлавĕ, меллĕ ĕç графикĕ, спорт учрежденийĕсенче сывлăха çирĕплетме скидкăсем тата ытти те. Кунашкал пулăшу мерисене республикăри чылай пысăк компанисенче кĕртнĕ. Çав шутра коллеги ларăвĕнче çемьеллĕ сотрудниксене çăмăллăхсемпе тивĕçтерессипе хастар тимлекенсен йышĕнче Вăрнарти хутăш препаратсен заводне те уйрăммăн палăртнă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та çемье хÿтĕлевĕ республика правительствин ĕçĕнче тĕп ориентир пулнине, çемьесене тĕрлĕ сферăра пулăшма çĕнĕ мерăсем кĕртсе пынине çирĕплетнĕ.
Ирина ЯКОВЛЕВА
Август 2026 |
