Шыв-шур - пысăк хăрушлăх!

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.06.2026, 11:04 Просмотров: 95

Çулла шыв-шур яланах хăй патне илĕртет. Уйрăмах - ăшă та шăрăх çанталăкра. Çыран хĕрринче канма, шыва кĕрсе киленме аван-ха ĕнтĕ. Анчах шыв-шур пысăк хăрушлăхпа çыхăннине манмалла мар. Унсăрăн, пĕве-кÿлĕсем, юханшывсем çывăхĕнче харпăр хăй сыхланмасан, инкек тухасси те инçе мар. Чăваш енри МЧС служби пĕлтернĕ тăрăх, çулла пуçланнăранпа республикăра кунашкал синкерсем, шел те, çырăнма ĕлкĕрнĕ те иккен. Иртнĕ эрнекун тĕлне тăватă çын путса вилнине пĕлтерет ку ведомство. Инкеке лекнисенчен иккĕшĕ вара - çула çитмен ачасем.

Иртнĕ эрнере кăна, акă, Атăл юханшывĕнче вуннăри ачан пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă. Вăл Шупашкар ГЭС-ĕн аялти шлюз каналĕнче, шыва кĕме юраман вырăнта, путни паллă. Юханшыв çывăхне вăл ашшĕ-амăшне пĕлтермесĕрех юлташĕпе кайнă, хăй лайăх ишме пĕлмен. Ун кĕлеткине шывран водолазсем шыраса тупса кăларнă.

Çуллахи пĕрремĕш уйăх кăна-ха. Шăрăх кунсем - малашлăхра. Апла-тăк, хăрушсăрлăх пирки пĕр самант та манма юрамасть. Шыв-шур хĕррине каяс пулсан, пурин те асăрханулăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Ачасене уйрăмах куçран вĕçертме юрамасть.

Шыва кĕме ятарласа тĕрĕсленĕ, тасатса хатĕрленĕ вырăнсене кăна суйламалла. Картласа палăртнă вырăнтан аякка ишсе каймалла мар.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ПЕТРОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика