Ыйтăва татса пама пулăшрĕç

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.06.2026, 11:05 Просмотров: 100

Эпĕ, Мария Сергеевна Иванова, 1941 çулта Етруккасси Мăратра çуралса ÿснĕ. Атте, Сергей Спиридонович Спиридонов, «Комсомолец» колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулнă. Каярах виçĕ яла пĕрлештерекен Кăмаш ял Канашĕн председателĕнче вăй хунă.

1942 çулта бронь пулнă пулсан та хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Килĕнче çамрăк арăмĕ 4 пĕчĕк ачапа тăрса юлнă. 1944 çулта атте юнлă çапăçура пуçне хунă. Ăна Псков облаçĕнче пытарнă. Анне 101 çулччен пурăнчĕ. Пиччесем иккĕшĕ те вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç. Лиза аппа 87 çулта, эпĕ 85-ре. 1950 çулта пирĕн Елена йăмăк çуралнă. Етруккасси Мăратри эпир çуралса ÿснĕ çурт тата 37 сотка çĕр халĕ ун çинче шутланса тăрать. Анчах паянхи кун унта никам та пурăнмасть. Пăхса тăрайман пирки хуçалăх хăвăрт юхăнать. Ишĕлнĕ картасене курсан чун ыратать. Пăшăрханăва палăртса Вăрнар округĕн пуçлăхĕн ячĕпе çыру çыртăм.

Пысăк тав! Эп ыйтса çырнине шута илчĕç. Мăн Турхан территори пайĕн пуçлăхĕ Олег Валерьянович Григорьев пирĕнпе çыхăнчĕ. Строительсене тупса урам енчи юхăннă картасене çĕннипе улăштарчĕç. Эпĕ район хаçачĕ урлă пире пулăшнă çынсене пурне те чун-чĕререн тав сăмахĕ калатăп, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп.

Мария Сергеевна Иванова,

ĕç ветеранĕ, вăрçă ачи, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн хĕрĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика