Июнĕн 17-мĕшĕнче эпир, Çĕрпелти шкулта вĕренекенсем, «Агроэкспедици: ялта пĕр кун» республика проекчĕн йĕркипе Улатăр округĕнче кăсăклă экскурсире пултăмăр. Кăмăла çĕклекен çулçÿрев нумайлăха асра юлĕ.
Пире чи хаклă хăнасем пек кĕтсе илчĕç. Улатăр округĕн вĕрентÿ пайĕн тĕп специалисчĕпе методисчĕ Чуварлейри шкула илсе çитерчĕç. Самат Тазетдинов шкул директорĕ те хапăл туса йышăнчĕ. Экскурси пуçланиччен шкул столовăйĕнче тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.
Малалла пирĕн маршрут тĕлĕнмелле хитре вырăна - Улатăр епархийĕн Çветтуй Троица мăнастирĕн «Раштав скитне» - выртрĕ. Вăл Улатăртан 5 километрта вырнаçнă, ăна 1999 çулта никĕсленĕ. Скит территорийĕнче Хритос Раштавĕн храмĕ ĕçлет. Мăнастир çумĕнчи хуçалăхăн 700 гектар енне çĕр участокĕ пур. Послушниксем кунта тырпул, пахчаçимĕç ÿстереççĕ. Пире хăйсем çитĕнтернĕ тутлă çырлапа сăйларĕç. Мăнастирĕн пысăк ферма та пур. Унта мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Чи тĕлĕнмелли вара экзотикăлла кайăксен ферминче пулчĕ. Эпир илемлĕ чăпар павлинсемпе тата страуссемпе килентĕмĕр, вĕсене алран апат çитертĕмĕр. Пысăк хуçалăх хăйĕн анлăхĕпе хавхалантарчĕ. Тĕрлĕ пулăсем ĕрчетекен пĕве те пур кунта. Шыв çийĕн тискер кайăк-кĕшĕк тата хура акăшсем ишеççĕ. Чуна тивекен самант Сергий Радонежский çăлкуçне çитсе курни пулчĕ. Кăмăл пуррисем сиплĕ шыва кĕрсе тухрĕç, пĕрле çветтуй шыв илчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, çулçÿрев тавракурăма аталантарма, кăмăла çĕклеме пулăшрĕ, нумайлăха асра юлĕ.
А.КРИПЧАКОВА,
Е.ЗАХАРОВА
Август 2026 |
