«Чăваш ен - хăрушсăрлăхшăн» конкурс республикăри активлă ачасемпе çамрăксене интереслĕ те усăллă конкурса явăçтарнă. Вĕсене терроризма хирĕçле контент хатĕрлеме сĕннĕ.
Вăрнар округĕнчи вĕренекенсем те питĕ хастар хутшăннă пултарулăхпа хăрушсăрлăх ăмăртăвне. Хăйсен çивĕч шухăшлă ĕçĕсемпе тĕрлĕ номинацисенче призерсен йышне те кĕме пултарнă.
Нумаях пулмасть вара Ача-пăча вĕрентÿ центрĕнче чи лайăх материалсен авторĕсене пухса чысланă. Вĕсен йышĕнче - пирĕн шкулсенчи призерсене те. Çĕрпел шкулĕн вĕренекенĕсем Камелия Моисеева тата Матильда Константинова, акă, ?наставникĕ - Н. Игнатьева% «Антитеррорла плакат ?ÿкерчĕк, электронлă постер%» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă, Кĕçĕн Кипекри Ольга Игнатьева ?ертÿçи - С.Павлова% - виççĕмĕш вырăн. Ку шкултах пĕлÿ пухакан Максим Васильев вара «Антитеррорла буклет» номинацире палăрнă, ăна иккĕмĕш вырăншăн дипломпа чысланă. Çавăн пекех Аçăмçырми шкулĕн хастарĕ Софья Воинова та ?наставникĕ - И.Белова% призерсен йышне кĕнĕ. Унăн - «Антитеррорла видеоролик ?фильм%» номинацире иккĕмĕш вырăн.
Саламлатпăр, татах та пысăк çитĕнÿсем сунатпăр!
Хамăр инф.
Август 2026 |
