«Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра «Тăван çĕршывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале илме тăратнисен списокĕ пичетленчĕ. Шĕнер Ишекри «1 мая» колхозра тăрăшнисем хушшинче хамăн мăн асаннен Валентина Ивановна Иванован хушаматне асăрхарăм.
Вăл питĕ маттур хĕрарăм пулнă. Шĕнер Ишекре 1913 çулхи нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче çуралнă, Сăр тăрăхĕнче шартлама сивĕре окоп чавнă.
Мăшăрĕ Зинон Иванович фронтра чухне мăн асанне тылра çĕрне-кунне уямасăр ĕçленĕ. Вăрман каснă, вут-шанкă хатĕрленĕ, уй-хирте, чукун çул çинче вăй хунă. Пĕррехинче унăн лашасене пăхмалла пулнă, кĕтмен-çĕртен кашкăр сиксе тухнă. Çамрăк хĕрарăм шикленсе ÿкнĕ, çĕр çине выртса тăлăппа пĕркеннĕ. Тавралла лашасем пулнипе кашаман Валентина Ивановнăна тапăнман.
Мăн асаннен ачисене килте хăварса Çĕмĕрлере траншея та чавма тивнĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Анастасия СЕМЕНОВА
Август 2026 |
