1941 çулхи çу уйăхĕнче Ельня хули çывăхĕнче Мускав еннелле талпăнакан фашистсене пирĕн çарсем тытса чарнă. Каласа хăвармалла, ку вырăнсенче Европа çĕрĕсене кĕске вăхăтра парăнтарнă Гудерианăн 2-мĕш танксен ушкăнĕ пире хирĕç тăнă.
Хĕвеланăç фронтĕнче хаяр çапăçусем пуçланнă. 1941 çулхи августăн 30-мĕшĕнче пĕрремĕш хут пирĕннисем ăнăçлă контрнаступлени пуçланă, Ельня хулине каялла илнĕ. Паттăрлăх кăтартнă дивизисене «Гварди» хисеплĕ ята пĕрремĕш хут панă. Çапла вара «Гварди» ят çуралнă.
Пĕрремĕш гвардеецсен хушшинче пирĕн ентешсем те пулнă. Вĕсен паттăрлăхĕ çинчен «Память народа» сайтра хăшпĕр награда хучĕсенчен пĕлме пулать:
Владимир Маркович МИГОВАРОВ 1920 çулта Мăньял Хапăс ялĕнче çуралнă. 1940 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă, Белорусси ССР-ĕнче службăра пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан 1-мĕш гвардин стрелоксен дивизийĕн ретĕнче фронтра фашистсене хирĕç çапăçнă, 6-мĕш полкри телефонист.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Вячеслав АЛЕКСЕЕВ
Август 2026 |
