«Пĕрремĕшсен юхăмĕ» хастар ĕçлет

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.06.2026, 11:09 Просмотров: 82

Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова ертсе пынипе Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» ?«Движение первых»% организацийĕн вырăнти уйрăмĕн Координаци канашĕн ларăвĕ иртрĕ.

Пĕлтерĕшлĕ мероприятире кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерчĕç. Вăрнар тăрăхĕнче «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» ĕçне йĕркелес енĕпе тимлекен специалист Эвелина Сильвестрова тата округ пуçлăхĕн çамрăксемпе ĕçлекен канашçи Кристина Ефимова докладсем турĕç.

«Пĕрремĕшсен юхăмĕн» вырăнти уйрăмĕ çитĕнекен ăрăва пур енлĕн тата патриотла воспитани парас тĕлĕшпе нумай мероприяти йĕркелет. Ачасемпе çамрăксен пултарулăхне аталантарас тесе тăрăшать. «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» уйрăмĕсем пур вĕрентÿ организацийĕ, çавăн пекех культура, спорт, хушма пĕлÿ паракан учрежденисен çумĕнче уçнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Елена ПОРФИРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика