Ĕçе лайăхлатма пулăшĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.06.2026, 11:09 Просмотров: 98

Чăваш енре правительство йышăнăвĕпе пушара хирĕçле слу-жбăн сотрудникĕсен шутне тата пос-чĕсен хисепне ÿстерме палăртнă.

Ку енĕпе çĕнĕ йышăну проектне çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн республикăн пушар хуралĕн службине пилĕк сотрудник хушăнĕ, штат 375 çынпа танлашĕ. Пирĕн округра та, Туçи Çармăс ялĕнче, пушар чаçĕн уйрăм постне уçма палăртнă. Ку подразделение туса хуни аякри ялсенче инкексем тухсан пулăшу расчечĕсене вырăна вăхăта çухатмасăр, хăвăртрах çитме май парĕ. Çĕнĕ пост хÿтĕлевне лекекен территорие 17 ял кĕрет, унта 3 пин çын тата 16 социаллă объект шутланать.

Унсăр пуçне, проектра палăртнă тăрăх, Гражданла хÿтĕлев мероприятийĕсене тивĕçтерекен службăн штат хисепне те тепĕр ултă çын чухлĕ пысăклатма пăхнă. Ку мера чрезвычайлă лару-тăрусене асăрхаттаракан тата сиенлĕ пулăмĕсене сирекен тытăмăн мĕнпур звенон ĕçне вăйлатма пулăшĕ.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика