Çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.06.2026, 11:09 Просмотров: 98

Чăваш Республикинче ятарлă çар операцине хутшăнса Раç-çей Федерацийĕн Геройĕн ятне илнисене çĕнĕ пулăшу мерипе тивĕçтерме йышăннă. Кун пирки калакан указа республика Пуç-лăхĕ Олег Николаев ал пуснă.

Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Республикин территорийĕнче çуралса ÿснĕ, Донецк, Луганск халăх республикисенче, Запорожье, Херсон облаçĕсенче çар хирĕçтăрăвĕсене хутшăннă е хутшăнакан Раççей Геройĕсене çурт-йĕр туянма е хăпартма пĕр хутчен укçа-тенкĕ куçарса парĕç. Паттăр пулăшу мерипе усă кураймасăрах вилнĕ пулсан, укçа-тенке унăн çемйин илме право пур. Тÿлев тĕллевлĕ, ăна Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă çурт-йĕр илме е хăпартма çеç параççĕ. Ытти енĕпе тăкаклама ирĕк çук. Пуçару Геройсемпе вĕсен çывăх çыннисене пурăнма кирлĕ тивĕçлĕ те хăтлă условисем йĕркелеме май парать.

Программăна ĕçе кĕртмелли тăкаксене республика бюджечĕн шучĕпе саплаштарма палăртаççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика