Çĕнĕ çула анчахрах кĕтсе илнĕ пек туйăнатчĕ. Сисмерĕмĕр те, çулталăкăн экваторĕ урлă каçма хатĕрленетпĕр акă. Тĕлĕн-мелле те, хальхи шавлă пурнăç текенни епле вăйлăн сиккипе иртсе пырать. Ав пирĕн Пăртасри Тулти каспа Шалти касри 23 ача шкул сакки çинчен çирĕппĕн тăрса утса тухнăранпа 50 çул та сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ.
Юратнă шкул вăл пирĕншĕн – асаилÿсенчи тунсăх. Киленсе вĕреннĕ тесе калас килет хамăр пирки. Шкула чупнă, вĕрентекенсен сăмахне ăша хывма тăрăшнă, хăлхасене тăратсах итленĕ, пĕр класрисемпе çитĕнсе-çирĕпленсе çын пулма ĕмĕтленнĕ.
Çын вăл пысăк ĕмĕтпе пурăнать. Эппин, Пăртасри вăтам шкулта математика учителĕнче тăрăшнă Зоя Павловна Сенькова та 80 çулне июнь уйăхĕнче хавассăн кĕтсе илчĕ.
Сумлă дата тĕлне ĕнтĕ пире вĕрентсе кăларнă класс ертÿçин хут çинчи виртуаллă сассине тепĕр хут аса илтерес терĕм. Çемйине, шкул пурнăçне, хăйĕн вĕренекенĕсене вăл епле туйăмсемпе аса илнисене каласа кăтартас килет. Чун-чĕрепе калаçмалли, ăшшăн аса илмелли питĕ лайăх сăлтав та пулчĕ ку.
– Хисеплĕ Зоя Павловна, хăçан эсир «эпĕ математика учителĕ пулатăпах!» тесе шутласа илнĕ. Мĕншĕн шăпах ăна суйларăр/ Унта сирĕншĕн пĕр кăлтăксăр логика пулнă-и е формулăсен тÿркилĕвĕ/ Тен, пачах урăххи/
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Леонид ПЕТРОВ калаçнă
Август 2026 |
