Çут тĕнчене килнĕренпе 96 çул çитнине Аçăмçырми ялĕнчи Ольга Порфирьевна Николаева паллă тунă.
Ольга Порфирьевнăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çĕршыва вăрçă хыççăн ура çине тăратнă çулсене килнĕ.
Вăл ачаранах ĕçре пиçĕхнĕ, пĕчĕкренех çăкăр хакне тата хресчен ĕçĕн йывăрлăхне пĕлнĕ. Унăн пĕтĕм ĕç биографийĕ вырăнти колхозпа уйрăлми çыхăннă, унта вăл ирхи шуçăмран пуçласа каçхи шуçăмччен ырми-канми вăй хунă.
Мăшăрĕпе пĕрле вĕсем икĕ ачана ăс парса çитĕнтерсе ура çине тăратнă, килĕшекен профессие алла илме пулăшнă.
Паян Ольга Порфирьевна ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Тата мĕн уйрăмах хаклă, çулĕсене пăхмасăр вăрăм ĕмĕрлĕ хĕрарăм ăс-тăн уçăмлăхне упраса хăварнă. Тăван ялти тата округри пулăмсемпе яланах кăсăкланать. Унăн хастарлăхĕ ентешĕсене чун-чĕререн савăнтарать.
Юбилей ячĕпе Ольга Порфирьевнăна округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ирина Казенова, Аçăмçырми территори пайĕн пуçлăхĕ Наталья Ерпулева ăшшăн саламланă.
Хăнасем менелнике паллă тăвакана Раççей Президенчĕ Владимир Путин тата округ администрацийĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова ячĕпе саламлă открыткăсемпе чысланă, ветерана тăванĕсемпе çывăх çыннисем те çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хăват суннă.
Ольга Николаева пек маттур çынсем округ мăнаçлăхĕ тата çитĕнекен ăрушăн ырă тĕслĕх.
Елена ТОЛСТОВА
Август 2026 |
