Çĕнетÿсем пурнăç пахалăхне ÿстереççĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 25.06.2026, 11:13 Просмотров: 93

Чăваш енре йышăннă проектсемпе программăсем юлашки çулсенче республикăна чылай енпе аталанма, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе ăнăçлă ĕçлеме май пачĕç. Регион Пуçлăхĕ пуçарнă «Ниме - халăх бюджечĕ» ялсенчи инфратытăма çĕнетме, вĕсене хăтлăлатма нумай пулăшрĕ. «Сывлăх патне утăм» проектăн кирлĕлĕхĕ те аван курăнчĕ: пурăнакан вырăнтах медицина тĕрĕслевне тухассине халăх кăмăлласа йышăнчĕ. Унсăр пуçне хальхи вăхăтра ачаллă çемьесене тĕрев парассипе çăмăллăх мерисем те чылай. Шăпах çак тата ытти ырă улшăнусем ĕнтĕ ку уйăхри Информаци кунĕн тĕп темисем пулчĕç.

Пирĕн округра тĕлпулу хальхинче Чăрăшкас Хирлепри культура çуртĕнче иртрĕ. Аçăмçырми территори пайĕнче пурăнакансемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ Владимир Степанов, Вăрнар округĕн пуçлăхĕ Надежда Никандрова тата республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Роман Алексеев тĕл пулчĕç.

«Ниме - халăх бюджечĕ» проект, акă, юлашки çулсенче территорисене хăтлăх кĕртес ĕçре тĕп инструмент пулса тăчĕ. Вăрнар округĕнче те çултан-çул пуçарусен программине хутшăнакан проектсен хисепĕ ÿссе пырать. Танлаштарма: виçĕмçул тĕрлĕ енпе 37 проекта пурнăçа кĕртнĕ пулсан, пĕлтĕр 48 объектра ĕçленĕ. Кăçал вара палăртнă ĕç калăпăшĕ икĕ хут ытларах - пĕтĕмĕшле 309,23 млн тенкĕлĕх 106 проект. Чи нумаййи ?43% - территори пайĕсенчи çулсене юсассипе е çĕнĕрен хывассипе çыхăннисем. Халăх пуçарнă объектсен пĕр пайĕнче хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ те ĕнтĕ, хăшĕсенче вĕçленнĕ те. Контрактсене мĕнпур проектсем тĕлĕшпе çырнă.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Ирина ЯКОВЛЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика