Этемлĕхĕн черченкĕ çурри хастар та пултаруллă. Тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать. Вăрнар округĕн делегацийĕ республикăри «Эпĕ - çĕнĕ пинçуллăх хĕрарăмĕ» форумра пулнă.
Мероприяти ырă кăмăл- туйăм парнеленĕ. Пĕр площадкăра чăн-чăн «çăлтăрсем» - Раççей хĕрарăмĕсен Союзĕн председателĕ, телеертÿçĕ Мария Ситтель, паллă психолог, «Пĕлÿ» обществăн лекторĕ Любовь Розенберг* Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, çавăн пекех Чăваш енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталия Николаева - пухăннă.
Этемлĕхĕн черченкĕ пайĕ çĕнĕ пуçарусене, хĕрарăмсен пĕрлĕхне аталантармалли çулсене палăртнă.
Форума килнисем хальхи вăхăтра тата пуласлăхра хĕрарăма мĕнле пахалăхсем кирлине сÿтсе явнă.
Мероприяти «Женское движение Единой России» партпроект йĕркипе иртнĕ.
Елена ГРИГОРЬЕВА
Август 2026 |
