Округ администрацийĕнче нацисем тата конфессисем хушшинчи хутшăнусен Канашĕн пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Тĕлпулăвăн тĕп темисенчен пĕри çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ наци çыннисемпе туслăн пурăнма вĕрентес, вĕсен культурипе, йăли-йĕркисемпе паллаштарас ĕç-хĕл мĕнле пурнăçланни пулчĕ.
Тĕп докладпа округ пуçлăхĕн заместителĕ Ирина Казенова тухса калаçрĕ. Вăл ача садне çÿрекенсене, шкул ачисене нацисем хушшинчи хутшăнусене йĕркелеме пулăшакан программăсен тĕп енĕсемпе паллаштарчĕ.
Вăрнарти Георгий Çĕн-терÿçĕ храмĕн настоятелĕ Александр Панзин чиркÿ çумĕнчи Вырсарни шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каларĕ. Кăçал шкул ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул çитрĕ. Çак вăхăтра унта вун-вун воспитанник православи тĕнĕн тĕп канонĕсене ăса хывнă. Поселокра вырнаçнă ача сачĕсемпе тата 2-мĕш шкулпа официаллă майпа килĕшÿ çырнă. Пĕчĕк шăпăрлансем воспитательсемпе пĕрле чиркÿпе паллашаççĕ, шкулсенче тĕн урокĕсем иртеççĕ. Ачасем - пирĕн пуласлăх, вĕсене тĕрĕс воспитани парса, çĕршыва юрăхлă ÿстересси пирĕн пĕрлехи тĕллев, пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне Александр Панзин.
Кăçал Халăхсен туслăхĕн тата Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕсене халалласа библиотекăсем тата культура учрежденийĕсем ирттернĕ мероприятисемпе Алина Богатовапа Светлана Журавлева ертÿçĕсем паллаштарчĕç. Округри библиотекăсем пĕрремĕш çур çулта 89 мероприяти йĕркеленĕ, унта 7000 çын ытла хутшăннă. Кĕнеке куравĕсем, калаçусем, лекцисем, тĕлпулусем - пĕтĕмпех çĕршыври халăхсен культурисене халалланă. Çавăнпа пĕрлех вулакансем онлайн мероприятисене те активлă хутшăнаççĕ.
Округри культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ те пысăк калăпăшĕпе тĕлĕнтерет. 6 уйăхра пурĕ 2246 мероприяти ирттернĕ. Вĕсенчен чылайăшне тĕрлĕ наци çыннисен йăли-йĕркисемпе паллаштарассипе çыхăнтарнă.
Чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварас ĕç те тимлĕхрех. Июнĕн 1-мĕшĕнчен «Сик, тух» этнопроект вăя кĕнĕ. Ун йĕркипе культура ĕçченĕсем ачасене чăваш халăхĕн вăййисемпе, наци культурин пуянлăхĕпе паллаштараççĕ.
Оксана СЕМЕНОВА
Август 2026 |
