Çак девизпа Республика кунĕ йĕркипе Шупашкарта çулленхи экономика форумĕ ĕçленĕ Яланхи пекех вырăнти пред-
приятисен продукцийĕн анлă «Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх» куравне йĕркеленĕ. Курмалли чăннипех нумай - хăватлă техникăран пуçласа ĕçме-çиме таран.
Форум кăçал «Çирĕплĕх. Аталану. Технологисем» девизпа Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен пухăннă, чикĕ леш енчен килнĕ бизнес, патшалăх управленийĕн лидерĕсене, ученăйсене, экспертсене пĕрлештернĕ. Шупашкар экономика тата технологи суверенитетне йĕркелекенсене илĕртекен вырăн пулса тăнă тени те йăнăш мар.
Форумăн ĕçлĕ программипе килĕшÿллĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ 17 килĕшÿ алă пуснă. Вĕсемпе çыхăннă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 8,7 миллиард яхăн тенкĕпе танлашмалла. Кашни килĕшÿ хыçĕнче - сумлă ĕçсем: пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем, республикăра пурăнакансене кирлĕ çĕнĕ майсем.
Чи малтанах - республика ПСБ банкпа, Раççейĕн Çăмăл атлетика федерацийĕпе тата инвестици агентствипе тунă килĕшÿ. Сăмах Шупашкарта çăмăл атлетика манежне тăвасси пирки пырать. Пĕрлехи вăйпа ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр спорт объектне хута яма май парĕ. Документа пурте алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн пĕр-пĕрне саламланă май ПСБ председателĕн çумĕ Дмитрий Макеев çак манежа тунă май Шупашкар Раççейри ăмăртусене çеç мар, тĕнче шайĕнчи тупăшусене те йышăнма тытăнассине палăртнă.
Ăмăртусем тенĕрен, Шупашкар каллех çĕршывăн çăмăл атлетикин тĕп пулăмĕсенчен пĕрне - Раççей Кубокне - йышăннă. Чăваш енре - çĕршывăн чи вăйлă çăмăл атлечĕсем. Çак ăмăрту та, паллах, Республика кунне илемлетнĕ.
Август 2026 |
