Çамрăк чухне эпир сывлăх пирки ытлах шутламастпăр. Çулсем иртсен вара унтан ыратма, кунтан аптратма пуçлать. Ун чухне тинех хамăр сывлăха малтанах упрамалла пулнине ăнланса илетпĕр.
Шкулта 43 çул ĕçленĕ май хамăн шухăшсене пĕлтерес килет.
Пуçламăш классенче учительсем вĕренÿ вăхăтĕнче физкультминуткăсем ирттереççĕ. Аслă классенче вара кунашкал тăхтавсене тума пăрахаççĕ. Тĕрĕссипе, вĕсене шкулсенче кашни урокрах, пур класра та ирттермелле.
Тепĕр шухăш. Сентябрь-октябрь уйăхĕсенче ачасем шкул йĕри-тавра темиçе çаврăм чупса çаврăннине куратпăр. Çакă пур çĕрте те пур. Физкультура хусканăвĕсене уроксем пуçланиччен, ирхине пурнăçлаççĕ. Анчах юр çуса лартать те, çакă темшĕн манăçать.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Геннадий ЮМАНАЙ
Август 2026 |
