Ыйтăва сÿтсе явнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:28 Просмотров: 129

Ăçта çухалнă-ши Хирпуçне каякан автобус/ Çак ыйтăва уçăмлатма пулăшу ыйтса ĕнтĕ çыру çитнĕччĕ редакцине. Унăн авторĕсем 135-мĕш маршрутлă «Вăрнар-Хирпуç» автобус расписанипе çÿреме пăрахнине пĕлтернĕччĕ. Çак сăлтавпа Чăваш енри автовокзалсен сечĕ ячĕпе округ çыннисенчен шăнкăравсемпе çырусем нумай пулнă-мĕн. Автобуссем Вăрнарти ДКП-ран рейса тухманни перевозчика çĕннипе улăштарнă хыççăн пуçланнă, малтанхи вара çынсене расписанипе килĕшÿллĕн чиперех турттарнă, çакнашкал йывăрлăхсем пулман, тенĕ çырура.

Пăшăрхануллă çырăва, унта пĕлтернине уçăмлатма, Вăрнар округĕн администрацине ярса патăмăр. «2026 çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче 135-мĕш номерлĕ «Вăрнар-Хирпуç» муниципаллă маршрут ыйтăвĕпе С.В.Владимировпа тата И.В.Степанов уйрăм предпринимательпе тĕлпулу иртнĕ. Калаçу вăхăтĕнче мĕнпур ыйтусене туллин сÿтсе явнă», - пĕлтернĕ округ администрацийĕнчен килнĕ хуравра.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика