Вăрнарти кĕмĕл волонтерсен команди Сĕнтĕрвăрри округĕнчи Шуршăлта пулчĕ, вырăнти активистсен опычĕпе паллашрĕ.
Сÿтсе явмалли вара, чăн та, чылайччĕ: СВО участникĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухасси, аслă ăрурисен вăхăтне кăсăклă ирттересси, пĕрлехи мероприятисене йĕркелесси тата ытти пĕлтерĕшлĕ ĕçсене пурнăçласси.
Чи асра юлнă самантсенчен пĕри - икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Николаев летчик-космонавт ячĕпе хисепленекен музее çитсе курни. Тĕнче уçлăхне парăнтарнă авиаци генерал-майорĕн паттăр ĕçĕ ĕмĕрĕпех ентешĕсен асĕнче упранĕ. Кăмăлпах экспонатсемпе паллашрăмăр. Виççĕмĕш космонавтăн япалисемпе, сăнÿкерчĕкĕсемпе, космос карапĕсен макечĕсемпе тата ыттипе кăсăклантăмăр.
Музейре экскурсире пулнă хыççăн пире парк та кĕтсе илчĕ. Кунти аллея кирек камăн кăмăлне те çĕклĕ. Çутçанталăк илемĕ паркра уçăлса çÿрекенсене ырлăх парнелерĕ. Андриян Николаев лартнă йывăçсем патĕнчен те иртрĕмĕр. Мăнаçлă вĕсем, аякранах курăнаççĕ. Садра пирĕн ентеш Александр Уланков лартнă груша йывăçĕсем те пур. Вĕсем кĕркунне çимĕçпе савăнтарĕç. Паллах, ентешĕн йывăçĕсем парка çитĕннĕшĕн хĕпĕртерĕмĕр.
Культура программине «Кипек ен» ансамбль пуянлатрĕ. Артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Ку çулçÿрев асăмра нумайлăха юлĕ. Пуян та илĕртÿллĕ пулчĕ вăл. Тивĕçлĕ канурисем вăхăта кăсăклă ирттерчĕç, чун-чĕререн калаçрĕç. Курмалли, пĕлмелли вара тата нумай.
Антонина ФИЛИМОНОВА,
округри пенсионерсен союзĕн председателĕ
Август 2026 |
