Çĕнĕ сăвăсем

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:29 Просмотров: 79

Аллăмра –

ик кĕсмен…

Аллăмра – ик кĕсмен.

Ман хыçра – çут кермен.

«Тăвăлран ан шиклен», –

Терĕн эс ерипен.

Эп каятăп савса,

Эс тăратăн кулса.

Шанăç иртрĕ юхса –

Ан ăсат ал сулса.

Аякра-ши сăмсах/

Ишес марччĕ вăрах.

Калаçу – пуш сăмах.

Маншăн шăплăх – ахах.

Иксĕлсен чун ăшши

Йăлăнни ытлашши.

Умăмра – хум ташши.

Ытамне чăмас-ши/..

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика