Спортпа туслаштарма - хăтлă стадион

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:29 Просмотров: 83

Ял çыннисен туслăхĕ чылай ĕçе пуçарать. Акă, Услапа Нурăсра пурăнакансем те «Ниме - халăх бюджечĕ» программăна кĕрсе спорт хутлăхне уçнă.

Сывă пурнăç йĕркине халăхра сарассине «Единая Россия» партин «Российское село» проекчĕ те тĕллевлĕ пурнăçлать. Сывă наци çĕршыв пуласлăхĕ пулнине тĕпе хурать.

Услапа Нурăсри спорт хутлăхĕ футбол уйне, баскетбол тата волейбол зонисене пĕрлештернĕ. Кунтах уявсем, концертсем йĕркелеме сцена та вырнаçтарнă.

Объекта уçнă май, округ пуçлăхĕ Надежда Никандрова территори çывăхри ялсенче пурăнакансемшĕн те чун туртăмĕн вырăнĕ пулнине палăртнă.

Асăннă проектсем ял территорийĕсене аталантарас ĕçе хушма тĕрев параççĕ. Услапа Нурăсри спорт вырăнне тума, ак, 1,2 миллион ытла тенкĕ тăкакланă.

Ялти пуçару ушкăнĕн ертÿçи Николай Блинов стадион уйрăмах çитĕнекен ăрушăн пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. «Ачасем телефонра ан ларччăр, ытларах уçă сывлăшра чупччăр», - тенĕ вăл.

Чăнахах ĕнтĕ, спортпа туслă пулни сывлăхшăн та усăллă.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика