Юпшик Ялтăрари Даниловсем - чăннипех те пурнăç сукмакĕпе юратуллăн, ăнлануллăн утакан телейлĕ çемье. 55 çул ĕнтĕ вĕсем юнашар: савăнăçне те, пăшăрхануллă самантсене те пĕрле пайлаççĕ, кирек мĕнле лару-тăрура та пĕр-пĕрне тĕрев парса пыраççĕ. Иртнĕ уйăхра вара хисеплĕ мăшăр çемье пурнăçĕнчи сумлă датăна - изумруд туя - паллă турĕ.
Галина Петровнапа Леонид Никифоровичăн пĕрлехи çемье историйĕ 1970 çулта çырăнма тытăннă. Çамрăк хĕр вăл вăхăтра Малтикас Ялтăрари кирпĕч заводне формовщицăра ĕçлеме вырнаçнă. Кунтах ăна шăпа пÿрни кĕтнĕ иккен: кĕçех çамрăк водительпе Леонидпа паллашнă. Ырă кăмăллă, илĕртÿллĕ, яланах пулăшма хатĕр çамрăк тÿрех тыткăна илнĕ хĕр чĕрине. Каччă та сăпайлă та хастар хĕре килĕштернине пытарман.
1971 çулхи июнĕн 14-мĕшĕнче вара Даниловсен çĕнĕ çемйи çуралнă: çакна мăшăр хут уйăрттарса çирĕплетнĕ. Иккĕшĕ те хастарскерсем, çемье пурнăçне тăнăç йĕркелеме, кил-хуçалăхне çирĕп тытса пыма тăрăшнă. 1974 çултан вĕсем вырăнти колхозра ĕçлеме пуçланă: Галина свинаркăра вăй хунă, Леонид – водительте.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Ирина ПЕТРОВА
Август 2026 |
