«Кĕçех 91 çул тултаратăп, анчах паянхи кун та пилĕк авса ташша яма пултаратăп, çамрăксем те мана çитеймеççĕ», - шалт тĕлĕнтерчĕ Александр Михайлович Михайлов редакци хăни пулнă май. Кун пек каласан ĕненме те йывăр. Сумлă ватăна юбилейсем, туйсем, ял кунĕсем ирттернĕ чухне юрлама-ташлама ятарласа чĕнеççĕ иккен.
Кашни çулах Акатуй уявне те çитме тăрăшать вăл. Тĕрленĕ илемлĕ чăваш кĕпи тăхăнать, урине çăпата сырать. Праçнике килекенсене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать. Маттур та пуçа усман хастарпа çывăхрах паллашрăмăр.
Александр Михайлович Кĕçĕн Кипек ялĕнче 1935 çулта нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ.
Пĕчĕк чухне терт-нушине самаях астивнĕ. Выçăлла-тутăлла ачалăхне халĕ те лайăх астăвать ветеран. Уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче йывăр килнĕ. Паян кашни килте пур сахăр, супăнь, тăвар ун чухне темĕнле мулран та хаклăрах пулнă. Урамра чупса-выляса мар, ир пуçласа каçчен кил-хуçалăхĕнче, колхоз уйĕсенче ĕçлесе çитĕннĕ. Ашшĕпе аслă пиччĕшĕ - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем. Вĕсем вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухса киле Çĕнтерÿпе таврăнма пултарнă. Паянхи кун тач тăванĕсенчен Мария йăмăкĕ пурăнать. Вăл та Кĕçĕн Кипекрех тĕпленнĕ.
Тĕплĕнрех - хаçатра.
Оксана СЕМЕНОВА
Август 2026 |
