Çак кунсенче полицин «Вурнарский» пайĕнче Обществăлла канашăн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.
Палăртмалла, лару канашăн çĕнĕ членĕсене полномочисене çирĕплетекен удостоверенисем панинчен пуçланнă.
Обществăлла канашăн председателĕ Юрий Никифоров ĕçтешĕсене саламланă, округра пурăнакансен ырлăхĕшĕн пĕрле тухăçлă ĕçлессе шаннине пĕлтернĕ. Çавăн пекех вăл Обществăлла канашăн ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă.
Лару вăхăтĕнче çитĕнекен ăрăвăн хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă çивĕч ыйтусене çĕкленĕ. Вăрнарти 2-мĕш шкул çывăхĕнчи çул-йĕр юхăмне йĕркелес ыйтăва тимлĕх уйăрнă. Хушма парковка вырăнĕсем е ятарлă зона йĕркелемелли пирки администраципе ГИБДД-н Вăрнарти уйрăмне пуçарупа тухма йышăннă.
Унсăр пуçне малашлăхра округра çамрăк техниксен станцине уçасси пирки те калаçнă. Обществăлла канашăн членĕсен шухăшĕпе çакă ачасен усăллă канăвне йĕркелеме, вĕсене инженерипе техника пултарулăхĕпе кăсăклантарма пулăшмалла, ку хальхи цифра хутлăхĕн условийĕсенче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Пур сĕнĕве те протокол йышăнăвĕсем евĕр йĕркелĕç, компетентлă органсене ярса парĕç.
Елена ТОЛСТОВА
Август 2026 |
