«Пĕрлĕхлĕ Раççей» тата Цифра министерстви ИТ-ипотека енĕпе ĕçлекен «хĕрÿ лини» уçнă: специалистсем ипотекăшăн 3: танлашакан виçеллĕ саплаштару укçин ыйтăвĕпе консультаци илме пултараççĕ.
«Цифра Раççейĕ» парти проекчĕн хастарĕсем регионти ИТ-специалистсене патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ мерисене ăнлантарса параççĕ, саплаштару илме ыйтса заявлени çырма пулăшаççĕ. «Хĕрÿ лини» телефонĕ - 8?8352%56-53-32, вăл ĕç кунĕсенче 8-тан пуçласа 17 сехетчен ĕçлет.
Çăмăллăх ыйтса паракан заявкăсене вара утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Документсене регионăн «Чувашия онлайн» порталĕ урлă тÿрех кăçалхи 1-2-мĕш кварталсемшĕн пама пулать. Министерство заявкăсене 7 ĕç кунĕнчен кая юлмасăр тишкерĕ.
Аса илтерер: ИТ-сфера специалисчĕсене пулăшмалли çĕнĕ мерăна Чăваш енре кăçал ĕçе кĕртнĕ, ăна «Цифра Раççейĕ» партпроект хастарĕсем сĕннĕ. Çăмăллăхпа тивĕçтермелли мерăсем çинчен калакан йышăнăва Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов алă пуснă. Программăна аккредитациленнĕ, республикăра регистрациленнĕ ИТ-компанисен ĕçченĕсем валли хатĕрленĕ. Унпа 2026 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа ипотека илнĕ, Чăваш Республикинче пурăнакан специалистсем усă курма пултараççĕ. Тÿлеве кварталсерен параççĕ.
Август 2026 |
