Список анлăланнă

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:33 Просмотров: 82

Раççей Президенчĕ Владимир Путин çар ĕçĕсен ветеранĕсен, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фонд урлă пулăшу илме пултаракансен, категорийĕсен списокне çирĕплетнĕ.

Çакăн çинчен хăйĕн МАХ-ри каналĕнче пĕлтернĕ май Чăваш ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсене тĕревлесси пирĕншĕн тĕп ыйтусен шутĕнче пулнине палăртнă: «Пирĕн тивĕç - çĕршыва тата унăн гражданĕсене хÿтĕлеме тăнă çынсенчен кашнинех тимлĕхпе тивĕçтересси».

Указа алă пуснă май асăннă фонд пулăшакан категорисен шутне çар ретĕнчи инвалидсем, çавăн пекех чикĕ çывăхĕнчи территорисенчи агрессие сирме хутшăннă май аманса инвалида тухнисем те кĕрĕç. Вĕсем реабилитацин хушма хатĕрĕсене, çав шутра адаптивлă тумтир, спорт протезĕсем, алăпа кăна тытса пымалли автомобильсем илме усă курĕç.

Консультаци тата çак çăмăллăхсене илме «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Шупашкарти филиалне пымалла. Адресĕ: Мускав проспекчĕ, 3-мĕш çурт.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика