Маттур çамрăксемпе мăнаçланатпăр

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:33 Просмотров: 74

Хаклă вулаканăмăрсем, пирĕн питĕ лайăх хыпарсем! Вырăс чĕлхипе Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 100 балл илнĕ республикăри 19 выпускник хушшинче Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Дарина Федорова та пур.

Ăна тата маттур хĕрĕн наставникне Анна Геннадьевна Васильевăна чаплă кăтартупа саламлатпăр.

Мăнаçланма тата сăлтав пур. Калининăри вăтам шкултан вĕренсе тухнă Екатерина Петрова химипе Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче 99 балл илнĕ.

Владимир Васильевич Свешников, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» АО филиалĕн директорĕ, Екатерина Петровăна шкула пырса саламланă, ăна çĕнĕ çĕнтерÿсем тума, юратнă профессие алла илме суннă.

Асилтеретпĕр, вырăс чĕлхипе те Екатерина экзамена ăнăçлă тытнă - 94 балл пухнă. Маттур хĕре ку предметпа Надежда Ивановна Кузьмина вĕрентнĕ.

Пĕрлехи патшалăх экзаменĕнче Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă Артем Никоноров та палăрнă. Вăл химипе 97 балл пухнă. Ăна та Владимир Свешников чаплă результатпа саламланă.

Елена ГРИГОРЬЕВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика