Ĕмĕрлĕх астăвăм палли

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:34 Просмотров: 95

Кив Шуртанта уçнă çĕнĕ палăк ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă мĕнпур салтак ятне асра тытма хистет

Ку ял çыннисем хăйсен паттăр ентешĕсене, çĕршыв чĕнсенех ирсĕр нацистсемпе кĕрешме тăнă хастарсене манмаççĕ.

Тулли мар мобилизаципе тата контракт йĕркипе ятарлă çар операцийĕн вырăнне Кив Шуртантан вунă çамрăк тухса кайнă. Шел те, вĕсенчен улттăшĕ тăван çĕре сыхласа çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Ял халăхĕ куç умĕнче ÿссе çитĕннĕ, пĕрле вĕреннĕ, тус-юлташ пулнă ентешĕсене асран кăлармасть. Вĕсен ячĕпе вырăнти астăвăм территорийĕнче асăну аллейине те уçнă, унта кашни паттăр ентешĕн пысăк портречĕсене вырнаçтарнă.

Иртнĕ эрнере вара кунта тата тепĕр паллă пулăм çырăннă - ятарлă çар операцийĕн участникĕсен ячĕпе çĕнĕ палăк уçнă. Вăл çар жетонĕ евĕр. Салтаксем ăна чĕре çумĕнче йăтса çÿреççĕ. Çавăн пекех вăл çар çыннисен даннăйĕсене те палăртать.

Тĕплĕнрех - хаçатра.

Светлана ЧИКМЯКОВА

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика