Ыран - Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн кунĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 02.07.2026, 09:34 Просмотров: 81

Геннадий КАЗЫКИН,

полицин «Вурнарский» пайĕн патшалăх автоинспекци уйрăмĕн пуçлăхĕ:

- Июль уйăхĕнче професси уявĕсен черетне яланхиллех Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн кунĕ уçать. Кăçал уяв сумĕ тата та пысăкрах - ку служба хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă тăвать. Патшалăх автоинспекцийĕн «çуралнă кунĕ» вара 1936 çулхи июлĕн 3-мĕшĕ - шăпах çак кун СССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерессипе тимлекен тытăм çинчен Положение йышăннă.

90 çулхи тапхăрта служба çулсеренех çĕнелсе-çирĕпленсе пынă, ансат мар аталану çулĕ витĕр тухнă. Паян Патшалăх автоинспекцийĕ - çĕнĕ йышши оборудованипе, çĕнĕ ĕç мелĕсемпе усă куракан пысăк технологиллĕ служба. Ĕçре пулăшу - «Ăслă камерăсем», цифра сервисĕсем, йĕркене пăснине асăрхакан тĕрлĕрен приборсемпе тата çыхăну системисемпе, навигаторсемпе тивĕçтернĕ патруль машинисем...

Апла пулин те унăн тĕп задачи кирек хăçан та çулсем çинче аварийлĕ лару-тăрусене асăрхаттарасси тата пурте çул-йĕр правилисене пăхăннине çирĕп тĕрĕслесе тăрасси пулнă. Çак тĕллеве хальхи сотрудниксем те тÿрĕ кăмăлпа, пĕтĕм яваплăха ăнланса пурнăçласа пыраççĕ. Кашниех хăйсен тивĕçĕсене пысăк профессионализмпа, гражданла яваплăхпа пурнăçлаççĕ.

Службăн юбилейлă дати - нумай çул çул-йĕр хуралне панă, халĕ çамрăк сотрудниксене пулăшса-вĕрентсе пыракан ветерансене те аса илме, вĕсен ячĕпе ăшă сăмахсем калама ăнăçлă сăлтав. Вĕсене паян та стройра пулнишĕн, профилактика ĕçне те хастар хутшăннишĕн уйрăм тав.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн кунĕ ячĕпе мĕнпур сотрудниксене, ветерансене, вĕсен çемйисене пĕтĕм чунтан саламлатăп. Çирĕп сывлăх, çемйĕрсенче телейпе килĕшÿ, пирĕн çăмăл мар службăра çирĕплĕхпе чăтăмлăх, ăнăçу сунатăп!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

КАЛЕНДАРЬ ПРАЗДНИКОВ

Яндекс.Метрика